Ҫу — Хӗл

 

3085Ӑшӑ салатать, сивӗ пуҫтарать.Ҫу — Хӗл
3086Ӑшӑ шӑм-шака ватмасть.Ҫу — Хӗл
3087Ӑшша курсан юпӑнч ил.Ҫу — Хӗл
3088Ӑшша ҫӗлен те иленет.Ҫу — Хӗл
3089Ӑшши — ӗне уйӑхӗ, сивви — лаша уйӑхӗ.Ҫу — Хӗл
3090Карлач уйӑхӗ — сив уйӑх.Ҫу — Хӗл
3091Кӗҫӗн кӑрлач пит усал, ним парса та ним илмест.Ҫу — Хӗл
3092Микуласӑр ҫулла пулмасть, Микуласӑр хӗл лармасть.Ҫу — Хӗл
3093Сивӗ пуҫтарнӑ, ӑшӑ сӑлатнӑ.Ҫу — Хӗл
3094Ҫӑва тухсан пурнатпӑр.Ҫу — Хӗл
3095Ҫу ӑшшине хӗве чикеймӗн.Ҫу — Хӗл
3096Ҫу вӑрӑмми мар, ӑшши пултӑр.Ҫу — Хӗл
3097Ҫу килесси хӗлрен паллӑ.Ҫу — Хӗл
3098Ҫу ҫуратать, уй мар.Ҫу — Хӗл
3099Ҫу уйӑхӗ ҫунатлӑ.Ҫу — Хӗл
3100Ҫу уйӑхӗ час иртет — чарак хурса чарма ҫук.Ҫу — Хӗл
3101Ҫул епле, унашкал вутӑ, улӑм.Ҫу — Хӗл
3107Ҫулла — хӗллешӗн, хӗлле — ҫуллашӑн.Ҫу — Хӗл
3102Ҫулла пуҫтар, хӗлле салат.Ҫу — Хӗл
3103Ҫулла пуҫтарать те хӗлле ҫисе ярать.Ҫу — Хӗл
3104Ҫулла сулхӑнра, хӗлле хӑнара.Ҫу — Хӗл
3105Ҫулла ҫуна кӳлес ҫук, хӗлле урапа кӳлес ҫук.Ҫу — Хӗл
3106Ҫулла тухман тар хӗлле тухать теҫҫӗ.Ҫу — Хӗл
3108Ҫулла хурт-кӑпшанкӑ та чӗрӗлет.Ҫу — Хӗл
3109Ҫуллахи кун хӗле тӑрантарать.Ҫу — Хӗл
3111Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра ват карчӑк шӑнса вилнӗ.Ҫу — Хӗл
3112Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра майра шӑнса вилнӗ.Ҫу — Хӗл
3113Хӗл варринче чӑрӑш тата ешӗлрех.Ҫу — Хӗл
3114Хӗл варринче шыв пӑрланни никама та тӗлӗнтермест.Ҫу — Хӗл
3115Хӗл каҫасси кашкӑршӑн та канас мар.Ҫу — Хӗл
3116Хӗл каҫасси нӳхрепе анса хӑпарасси мар.Ҫу — Хӗл
3117Хӗл каҫасси туртӑша та тутлӑ мар.Ҫу — Хӗл
3118Хӗл каҫиччен хӗр сивӗ.Ҫу — Хӗл
3119Хӗл каҫиччен хӗрӗх хут сивӗтсе хӗрӗх хут ӑшӑтать.Ҫу — Хӗл
3120Хӗл каҫнӑ ыраш улӑм ылтӑна ҫаврӑнать.Ҫу — Хӗл
3121Хӗл кунӗ ҫерҫи сикки тӑршшӗ.Ҫу — Хӗл
3122Хӗл лариччен хӗрӗх кун малтан юр ҫуса ирӗлет.Ҫу — Хӗл
3123Хӗл ларсан какай кунӗ пуҫланать.Ҫу — Хӗл
3129Хӗл мучи — хӗретет, Сив мучи — систерет.Ҫу — Хӗл
3124Хӗл мучи айӑпсӑрах хӗретет.Ҫу — Хӗл
3125Хӗл мучи пит-куҫа писев сӗрет.Ҫу — Хӗл
3126Хӗл мучи сивлек кӑмӑллӑ.Ҫу — Хӗл
3127Хӗл мучи хӗлӗхсӗр ҫынна юратмасть.Ҫу — Хӗл
3128Хӗл мучи Хӗлип мучине те хӗрхенмест.Ҫу — Хӗл
3130Хӗл мучин ик тӑван: хаяр сивӗпӗ ҫил-тӑман.Ҫу — Хӗл
3131Хӗл мучин хӗрӗх тӗрлӗ сивви пур.Ҫу — Хӗл
3132Хӗл мучин хӗрхенес йӑли ҫук.Ҫу — Хӗл
3133Хӗл сивви ватӑ ҫынна та ҫамрӑклатать.Ҫу — Хӗл
3134Хӗл сивви вут хумасӑрах пӗҫертет.Ҫу — Хӗл
3135Хӗл сивви кашкӑра та хӑратать.Ҫу — Хӗл